Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӗрке хуралҫисем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна вӗсем ют пурлӑха вӑрланӑ тесе каласшӑн.

Пӑтӑрмахӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи лавккара пулса иртнӗ. Пӗри, пуҫӗ тем пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ хайхин е ҫынна ытла шаннӑ-ши, хай сумккине лавккара лартса хӑварнӑ. Никамсӑр-мӗнсӗр. Хуҫасӑр япалана магазина пынӑ хӗрарӑм асӑрханӑ та хӑйӗн тума васканӑ. 35-40 ҫулсенчискер ачапа пулнӑ. Ҫын япалине ярса илнӗскере видеокамера ӳкерсе илнӗ.

Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне вӗсем Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтне вырнаҫтарнӑ. Хӗрарӑм симӗс куртка, шурӑ калпак тӑхӑннӑскер пулнӑ.

Ҫухалнӑ сумкӑри пурлӑха унӑн хуҫи 16 пине яхӑн тесе хакланӑ.

 

Хулара

Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.

«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.

Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-43776317_650264
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ.

«Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ.

Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ.

Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх юратакан участковӑя суйланӑ. Вӗсене гитарӑпа вылякан, пулла тата сунара ҫӳреме юратакан, футбол кӑмӑллакан пакунлӑ ҫын килӗшнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса республикӑран хутшӑнакан ҫынна палӑртнӑ. Капла ӑмӑрту саккӑрмӗш хут иртет. Республикӑри он-лайн сасӑлава 28-ӑн хутшӑннӑ. Халӑха килӗштерекен участковӑя палӑртмалли конкурс ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртнӗ.

Унта полицин Шупашкарти 1-мӗш пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Леонид Сазонов ҫӗнтернӗ. Вӑл гитарӑпа выляса юрлама, пулла тата сунара ҫӳреме юратать, футбол кӑмӑллать.

Йӗрке хуралӗнче 13 ҫул ӗҫлекен, ҫав шутран 5 ҫулне участковӑйра тӑрӑшакан полици майорӗ Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑнӗ.

 

Статистика

Чӑваш Енре ҫапӑҫакан-хирӗҫекен, усал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем йышланнӑ. Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин депутатсене хӑйсен ӗҫе-хӗлӗпе паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Статистикӑна ӗненсен, иртнӗ ҫул тунӑ преступленисенчен 16,5 процентӗнче хӗрарӑмсем пуҫтахланнӑ.

Ҫын вӗлернӗ тӗслӗхсенчен 77,9 процентӗнче, йывӑр преступлени тунисенчен 83,0 процентӗнче айӑплисем (кунта хӗрарӑм е арҫын пулнинчен килмест) ӳсӗрри палӑрнӑ. Наркотикпа минресен тӑвакан усал ӗҫсен хисепӗ икӗ хут йышланнӑ. Ар ҫыхӑнӑвне ирӗксӗрлесе кӗме хӑтланакан этемсен хисепӗ те ӳснӗ. Ҫапах та шута илнӗ преступленисен пӗтӗмӗшле шучӗ 7,5 процент чакнӑ.

Сергей Неяскин министр преступленисенчен 95 процентенче уҫса панине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Канашра пурӑнакансем вышка лартнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн вышки, канашсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывлӑха хавшатӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор специалисчӗсем карас ҫыхӑнӑвӗн вышки йӗркеллех, ҫынсен сывлӑхне сиен кӳмест тесе ӗнентернӗ.

Хула ҫыннисен митингӗ пирки вырӑнти телекурав пӗлтернӗ.

Ятарлӑ ирӗк ыйтмасӑрах урама пухӑннисен тӗлӗшпе пакунлисем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫулла Муркаш районӗнчи юнкӑсем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗччӗ. Аса илтерер, вышкӑна вырнаҫтарма Матвей ятлӑ ҫын хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫтарма ирӗк панӑ. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», — тесе ҫынсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Мордва Республикин тӗп хулинчи суд Чӑваш Енре ҫуралнӑ арҫын ӗҫне пӑхса тухать. 54 ҫулти усламҫӑ 22 ҫул каялла асӑннӑ хулари виҫӗ ҫынна персе пӑрахнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри — пульницӑра. Тепӗр виҫӗ ҫын аманнӑ.

Пӑтӑрмахӗ ресторанта сиксе тухнӑ. Унта икӗ ушкӑн каннӑ. Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленсе ушкӑнпа тӑвакан преступниксен йышӗнче пулнӑ-мӗн. Ресторанти тавлашу вара ӳсӗрле хӑй чӑнкине кӑтартас килнипе сиксе тухнӑ пулать.

Преступлени хыҫҫӑн арҫын пӗр хуларан теприне куҫса ҫӳренӗ, ют хушаматлӑ паспортпа ҫӳренӗ текен хыпар та пур.

Пӗтӗм тӗнчери шыраври арҫынна пӗлтӗр тытса чарнӑ. Унӑн килӗнче тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал пулнӑран йӗрке хуралҫисем ҫавӑншӑн пынӑ пуль тесе вӑл шухӑшланӑ, лешсем Саранскран тесен 22 ҫул каяллахи усал ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе ҫырнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетсенче Арбат текен районтан сӗтелпе тенкел ҫухалнине пӗлтернӗ. Хула администрацийӗ вырнаҫтарнӑ ҫав пурлӑх ҫӗтнине илтсен пакунлисем шырама пикеннӗ. Часах вӗсем вӑрӑ йӗрӗ ҫине тухнӑ.

Сакпа сӗтеле 40 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер вӑрланӑ япаласене пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм патне кайса лартнӑ. Кукӑр алӑлли йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, сакпа сӗтеле вӑл ҫав хӗрарӑма Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе парнелес тенӗ.

Шупашкарти Арбатран сакпа сӗтел хӗстерсе кайнӑ самантра арҫын самаях хӗрӗнкӗ пулни ҫиеле тухнӑ. Анчах ӳсӗрри те, савнине парнелес тени те ӑна яваплӑхран хӑтараймӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai
 

Республикӑра

Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗл Мучи полицейски» акцие хутшӑнса Патӑрьел районӗнчи пакунлӑ Хӗл Мучисем: РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А. Фомин, район полицийӗн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен пай инспекторӗсем А. Каргина полици капитанӗпе А. Никифоров лейтенант, районти депутсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ, район полицийӗ ҫумӗнчи обществӑлла канаш членӗ П. Перепелкин — нумай ачаллӑ, социаллӑ пулӑшу кирлӗ ҫемьесенче пулнӑ. Вӗсене пылак ҫимӗҫпе савӑнтарнӑ.

«Ҫемье обществӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн ҫӗр-шыв мӗнле аталанасси, унӑн малашлӑхӗ шӑпах ҫемьесенчен пуҫланать. Ҫавӑнпа та ашшӗпе амӑшӗн хӑйсем чун панӑ пепкисене сывӑ та тӗреклӗ ҫитӗнтересси, тивӗҫлӗ воспитани парасси тӗп тӗллев пулмалла. Патшалӑх вара паян хӑй енчен ҫемьене аталантарма чылай пулӑшать», —тенӗ Петр Алексеевич саламланӑ май.

 

Республикӑра

Паян, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, Шупашкарта Вырӑссен маршне тухакансем пулнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарти Чапаев палӑкӗ патне пуҫтарӑннӑ. Унта ятарласа тытнӑ вӑхӑтлӑх картана кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче те пуҫтарманччӗ, пакунлисем унта 6-7 ҫын унта тӑратчӗҫ.

Алена Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, марша тухнӑ темиҫе ҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти хула пульницинчи Антон Сидоров врач та ҫавсен хушшинче. Сӑн ӳкерчӗкре вӑл сылтӑмран иккӗмӗшӗ, чи вӑрӑмми тесе ҫырнӑ.

Аса илтерер, «Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулнине, кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗррине вӗсем М. Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне А. Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина ҫырупа пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та